Шупашкар районӗнче ҫак кунсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ: унта йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Шупашкар районӗнче ку таранччен кӑҫал виҫӗ йӗкӗреш кун ҫути курнӑ. Арҫын ачапа хӗрача чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗр пӗрчине хӑйне евӗр ят пама шухӑшланӑ. Хӗрача Юна ятлӑ, арҫын ача — Илья. Юна «тӗнчере пӗртен пӗрре» тенине пӗлтерет.
2 килограмшар ытла ҫуралнӑ Юнӑпа Илья ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Янӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ асӑннӑ районти Ҫырмапуҫ ял тaрaхӗнчи Толиккасси ял клубне ҫитсе килнӗ.
Фольклор ушкӑнне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Леонид Захаров ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнне Толиккасси клуб ертӳҫи Роза Михайловaпа Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫурчӗн ертӳҫи Галина Королькова хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал та туллиех пуҫтарӑннӑ.
Самуккасси ял старости, 75 ҫулти ӗҫ ветеранӗ Николай Иванов тата Кӳкеҫри лицейра чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Надежда Петрова та пулнӑ уявра.
Уяв программине Шупашкаркасси клуб ертӳҫи Любовь Иванова ертсе пынӑ. Малтан чӑваш хӗр-хӗрарӑмӗн тумӗсемпе, унтан вырӑс хӗрарӑмӗн тумӗсемпе сцена ҫине тухнӑ.
Сӑнсем (5)
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗ малашне Леонид Пучков ячӗпе хисепленме тытӑнӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар район администрацийӗ тунӑ.
Леонид Пучков ҫак шкулта вӗреннӗ. Халӗ унта ҫулсерен ӑна халалланӑ ӑмӑртусем иртеҫҫӗ, асӑну хӑми ҫакнӑ.
Шел те, ҫамрӑк Леонид Пучковӑн пурнӑҫӗ синкерле вӗҫленнӗ. 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл Чечня Республикинче сирпӗнсе кайнӑ. Террорист полици уйрӑмӗн территорине кӗме хӑтланнӑ, анчах май килмен. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне урапарах сирпӗтсе янӑ.
Ун чухне виҫӗ полицейски вилнӗ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Вӗсем — 28-ти Леонид Пучков аслӑ сержант тата 23 ҫулти Александр Егоров.
Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ шупашкарсене концертпа савӑнтарнӑ.
Ҫав кунта унта «Юри килтӗм юрлама» ятпа чӑваш халӑх юррисен концерчӗ иртнӗ. Ун пирки йӑлана кӗнӗ концерт тесе пӗлтереҫҫӗ.
Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ хутшӑннӑ уява пырса ҫитнӗ ушкӑнсем «Кӗр сӑри» уяв кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсен тумтирне кӑтартнӑ вӗсем.
«Сарнар» ансамбль чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ, шӳтлӗ сценӑсем лартнӑ.
Концертра пулнисем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне чӑвашсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине ӑшшӑн йышӑннине, кашни номер хыҫҫӑн тенӗ пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнине пӗлтереҫҫӗ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Станъял ялӗ ҫумӗнчи «Акатуй» уҫланкинче («Чемен крепоҫӗнче») «Тени наших предков» фестиваль иртнӗ.
Ҫарпа истори клубӗсен ҫак фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртни пирки асӑннӑ тӑрӑхри Николай Смирнов пӗлтерет.
Ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут иртекен кӑҫалхи фестивальне Раҫҫейри 10 хуларан 12 ҫарпа истори клубӗ хутшӑннӑ.
Пушкӑртсен тӗп хулинчен, Ӗпхӳрен, ҫухрӑма 800 км хыҫа хӑварса фестивале килнӗ Александр Шабалинпа Наталия Герасимова ертсе пыракан «Медвежий двор» вара чӑн-чӑн юрта лартса, кӑвайт чӗртсех кӑтартнӑ.
Малтанах куракансемпе хӑнасем, авалхи ҫар ҫыннисен реконструкциленӗ тумӗсемпе, хӗҫпӑшалӗсемпе, тимӗрҫӗ лаҫҫипе, лагерьти шатерсемпе юртӑпа паллашнӑ, сувенирсем туяннӑ.
Уява килнӗ ачасем Ҫӗпӗрти хаски ӑратлӑ 6 йытӑ кӳлнӗ нартӑпа хаваспах ярӑннӑ. Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява 3 лашапа хутшӑннӑ. Ачасене те, аслисене те хыҫлӑ ҫунапа та, ахальлӗн те ярӑнтарнӑ.
Сӑнсем (9)
«Пӗрремӗш каналпа» кӑтартакан «Атя, пӗрлешер» (Давай поженимся) кӑларӑма пӑхма питӗ кӑмӑллатӑп. Теприсем шоу тесе хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах сӑмахӑм ун пирки мар-ха. Мана унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ чух пӗр вӑрттӑнлӑха уҫни асра юлчӗ. Хайхискер ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна упӑшки питӗ тарӑхтарса пурӑннӑ пулать. Кайран, арҫын ҫӗре кӗрсен, вӑл ӑна ҫунтарнӑ. Упӑшкине ҫунтарсан юлнӑ кӗле вӑл килте упрать-мӗн.
Упраканни упратӑр-ха. Хӑйӗн минтерӗ айне хурса ҫывӑрсан та тем мар. Ара, ҫынна килӗшет пулсан хӑйӗн ирӗкӗ темелле ӗнтӗ. Кӗсьере кашни кун чиксе ҫӳресен те нимӗн те калаймӑн.
Анчах ҫунтарни лайӑх япала-ши вӑл е лайӑхах мар-ши? Эпӗ килӗшмен пулӑттӑм. Хама та ман ҫунтарттарас килмӗччӗ. Мантан ыйтсан эпӗ ун пек тума ирӗк паман пулӑттӑм. Чаплӑ тупӑка пытарни кирлӗ мар-ха мана. Выльӑха чавса чикнӗ пек нимсӗр-мӗнсӗр пытарсан та кӳренмӗттӗм. Чаплӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартма та ыйтмӑттӑм, анчах ҫунтарма килӗшмӗттӗм.
Ку ыйтупа паллаканӑмсемпе те калаҫрӑм. Вӗсем вара хӑйсене ҫунтарнине хирӗҫ маррине пӗлтерчӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакансене Кӳкеҫе куҫарӗҫ. Кунта сӑмахӗ унти кивӗ те ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем пирки пырать.
Кӳкеҫре пурӑнакансене хӑй вӑхӑтӗнче Ишлее куҫарма пӑхни, лешсем хирӗҫленине кура кайран вӗсене унтах хӑварма йышӑнни ҫинчен эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарас тенӗччӗ.
Кивӗ ҫуртра пурӑнакансене районти тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен пурӗ 180 ҫынна ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма ӗмӗтленеҫҫӗ. 180 ҫынтан 132-шӗ Кӳкеҫе куҫма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Район центрӗнче хваттер парас тени Ишлейре вӗсем валли икӗ пӳлӗмлӗ ҫӗнӗ хваттерсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри тата Шоссе урамӗсенче пурӑнакан 48 ҫын валли хатӗр хваттер туянма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк экс-министрӗнчен тата пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынран суд 260 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Ку — Шупашкар районӗн сучӗн йышӑнӑвӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, 53-ри Иван Исаевӑн тата 59 ҫулти Геннадий Мусабировӑн 260 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2015 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Иван Исаева айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 2010–2011 ҫулсенче аукцион хучӗсене тата патшалӑх контракчӗсене саккунсӑр майпа вӑрман касас ӗҫ пирки кӗртнӗ. 2011 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче 56 ытла кубла метр вӑрман каснӑ.
Ҫапла майпа Исаевпа Мусабиров патшалӑха 260 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Явап тытакансен пурлӑхне халӗ арестленӗ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Этносла Чӑваш Ен» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес ыйтупа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата Шупашкара 500 ҫул ятлӑ культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран.
Канашлӑва правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Константин Яковлев каланӑ тӑрӑх, паянхи куна «Амазони» этнокомплексра электричество, газ кӗртессипе тата ҫул тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. «Яснара» вара ку ӗҫсене пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ.
Республкиӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чӑвашавтодор» предприяти хӑй ҫине илнӗ яваплӑха туллин пурнӑҫламан. Ҫавна кура Чӑваш Республикин Культура министерстви объектсенче транспорт инфратытӑмне пурнӑҫлама ҫӗнӗрен аукцион ирттерме палӑртнӑ. Иван Моторин подрядчиксене объектсене вӑхӑтра хута ямалли, ӗҫ графикне пӑсма юраманни пирки ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |